Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьел районĕ

1-мĕш вăтам шкулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен «Акăлчан чĕлхине вĕрентес ĕçри çĕнĕ меслетсем» семинар иртнĕ. Унта Земфира Чабатова, Алсу Тазюкова, Сембел Абейдуллова, Елена Матросова, Фиалка Югаметова,Любовь Волкова вĕрентекенсем уçă уроксем ирттернĕ. Вĕсене хальхи йышши технологисемпе, меслетсемпе усă курса хатĕрленĕ. Уроксене итлекенсем учительсен професси шайне, ăсталăхне, пултарулăхне пысăк хак панă. Вĕрентекенсем çакăн пек семинарсем ирттернин пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртнă. Унта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, ăсталăха, тавра курăма ÿстерме май пур. Çав вăхăтрах хастаррисене палăртса вĕсене хавхалантарни те паха.

Роза ВЛАСОВА



"Хыпар"
20 октября 2017
10:02
Поделиться