Инкекрен хамăрăн та сыхланмалла
Выльăх-чĕрлĕх отраслĕ районта лайăх аталанса пырать. Çакна 9 уйăхри кăтартусем те çирĕплетеççĕ. Па- тăрьел, Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски районĕсенчи выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станцисенче вăй хуракансемпе, выльăха пусса тирпейлекен цех ертỹçисемпе, аш-какай тирпейлекен индивидуаллă предпринимательсемпе йĕркеленĕ канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, çĕр, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов тунă докладран та çакă лайăх палăрчĕ.Мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ Р. Селиванов ертсе пычĕ. Унта ЧР Патшалăх ветеринари службин ертỹçи С. Скворцов та хутшăнчĕ.
Районта аш-какай туса илесси пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Çакăнта Тутарстанри "Авангард" пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи "Батыревский бекон" филиалĕн тỹпи уйрăмах пысăк. Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем те тăрăшнă, анчах çитменлĕхсем пур-ха.
_ Çулталăк вĕçлениччен нумай юлмарĕ, çавна май халь 9 уйăх кăтартăвĕсене пăхса пĕтĕмлетỹсем тумалла. 2017 çул ăнăçлисенчен пĕри пултăр, _ терĕ ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Л. Кузнецов.
Сĕт пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 10 процент ытларах суса илнĕ. Уйрăмах фермер хуçалăхĕсенче кăтарту ỹснĕ. Çакă фермер ĕçне пуçăнакансене грант панипе те çыхăннă. Анчах пăшăрхантараканни те пур. Акă, Шăнкăртам ял тăрăхĕнче сĕт пахалăхĕ начар, çавна май кунта хак та ытти çĕртинчен пĕчĕкрех. Выльăх шутне те тĕрĕс пĕлтермеççĕ. Ку патшалăх пулăшăвне илес тенĕ чухне хăйсенех пырса тивет.
Выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарас тесен ветеринари правилисене пăхăнасси пирки те асра тытмалла. Пушкăртра выльăхсемшĕн кăна мар, этемшĕн те хăрушă чирсенчен пĕрне _ ящура _ тупнă. Владимир, Тамбов, Саратов облаçĕсенче, Красноярск крайĕнче тата ытти хăш-пĕр регионта сыснасен африка чуми пуç çĕкленĕ. Уртаракан чир те "çывăрмасть". Апла пулсан тимлĕхе ỹстермелле. Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев чирсем пирĕн тăрăха ан килччĕр тесен пурин те пĕр тĕллевлĕ пулса вăй хумаллине пусарсах каланине пĕлтерчĕ ЧР Патшалăх ветеринари службин ертỹçи С. Скворцов. Выльăх туянассипе ĕçлекенсен районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станципе тачă çыхăну тытмалла. Пĕри чирлĕ выльăх илсе килсен районшăн кăна мар, республикăшăн та хăрушлăх кăларать. Çавăн пекех фермăра ĕçлекенсене ятарлă тумпа тивĕçтермелле, витесене кĕриччен дезбарьер тумалла. Çынсем яваплăха туймасан кăçал палăртнă тĕллевсем пурнăçланаймасан та пултараççĕ.
Чир-чĕртен сыхланма профилактика ĕçĕсене районта вăхăтра ирттереççĕ. 2016 çулта лейкозлă ĕнесем 1,6 процент пулнă, кăçал вара 1,1 процентпа танлашнă. Уртаракан чиртен сыхланса килсĕр-çуртсăр йытăсене, тилĕсене тыттассине те йĕркеленĕ. Кăçал район администрацийĕ те çакна валли ятарласа укçа уйăрнă.
_ Ял тăрăхĕсенчи граждансен пухăвĕсене хутшăнатпăр, вăл е ку чир пирки унта тĕплĕн ăнлантаратпăр. Районта тухса тăракан "Авангард" хаçатра та статьясем пичетлесех тăратпăр, _ терĕ районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ П. Ефимов хăйсем тунă ĕçсемпе кĕскен паллаштарнă май. Унтан вăл выльăх турттаракан автомашинăсене дезинфекцилесси, витесенче санитари кунĕсем ирттересси пирки те каларĕ.
Инкек-синкекрен сыхланса йĕркеленĕ рейдсемпе Чăваш Енри Патшалăх ветеринари службин ветеринари надзор пайĕн аслă инспекторĕ С. Савельева паллаштарчĕ.
Канашлăва хутшăнакансем Д. Земдихановăн выльăх пусса тирпейлекен пунктне, Ф. Чабатовăн выльăх каяшне тирпейлекен заводне, А. Лялькинăн ĕне-выльăх фермине тунă çĕре çитсе курчĕç.
О. ПАВЛОВА