Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Терроризм, экстремизм тымарĕсене кăкламаллах

Республикăри массăллă информаци хатĕрĕсен, влаç органĕсен пресс-службисен, регионти йĕрке хуралĕпе çыхăннă ведомствăсен представителĕсемпе йĕркеленĕ семинарта опытлă экспертсемпе психологсем çак шухăша хăйсен калаçăвĕнче пĕрре мар палăртрĕç. Икĕ куна пынă семинар (теми _ "Особенности организации информационного противодействия терроризму и экстремизму в средствах массовой информации") уйрăмах пичет, радио, телевидени журналисчĕсемшĕн терроризмпа экстремизм темине вулакан е куракан патне çитернĕ чухне чылай ыйтăва пайăрлатма пулăшакан пысăк вĕрентỹ пулчĕ.

Пĕрремĕш кунхине пичет сотрудникĕсемпе чăн малтанах нумай çул обществăлла хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен паллă эксперт, психолог С. Яковлева "Особенности деструктивного воздействия на личность в экстремистких группах" темăпа уçă калаçу ирттерчĕ. Терроризм _ вилĕм çеç мар, вăл чăн малтан хăранипе, шикленнипе çыхăннă пулăм. Шăпах çакă кирлĕ те усал шухăшлă çынна. Экстремизм вара кураймасăр тунă ĕçсемпе çыхăннă. Семинара хутшăннисене эксперт усал çул çине тăракансене _ террорла ĕçсемпе çыхăннисене, экстремистла шухăшсемпе явăçнисене _ психологилле пусахлани пирки уçăмлăн каласа пачĕ. Пĕтĕмĕшле илсен çĕр çинче япăх е лайăх çынсем çук. Вĕсене ун пек мар: сиксе тухакан пăтăрмахсене лайăх е начар хăтлану тесе хакламалла. Террорла хăрушлăх та чылай чухне хулиганла пĕчĕк ĕçрен пуçланать. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе уйрăмах пурин те сыхă пулмалла, ачасене, çамрăксене усал çул çине тăрасран асăрхамалла.

Пурнăçра журналистăн тĕрлĕрен чрезвычайлă лару-тăру, террористсемпе çыхăннă синкерлĕх пирки массăллă информаци хатĕрĕнче çутатма тивет. Ун пек чухне çак информацие халăх патне епле тĕрĕс çитермелле-ха? Кун пирки Мускавран килнĕ тепĕр эксперт, аслă наука сотрудникĕ Т. Синицына тĕплĕн ăнлантарчĕ. Юлашки кунхине МИА "Россия сегодня" патшалăх интернет-проекчĕн Дирекцин кăларăм редакторĕ Е. Дорошенко хальхи вăхăтра социаллă тетелте тĕл пулакан кирлĕ мар хыпара сарасран МИХ сотрудникĕсем мĕнле пĕлтерĕшлĕ пулни пирки калаçу пуçарчĕ, журналистсен умĕнче хыпар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă тĕллевсене çивĕч- летрĕ.

Семинар-вĕрентỹн юлашки пайне РФ Президенчĕ çумĕнчи патшалăх наци политикин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен Канашĕн яваплă секретарĕ, Раççей халăхĕсен Ассамблейин Канашĕн Председатель çумĕ А. Худолеев "Формирование идеологических установок, использование общественных стереотипов при вербовке, противодействие деструктивной пропаганде" темăпа кăсăклă калаçу йĕркелерĕ, хăй пухса хатĕрленĕ информаци хатĕрĕпе _ "Белая книга террора" кĕнекепе _ мастер-класс ирттерчĕ. Юлашкинчен НАК (Национальный антитеррористический комитет) Информаци центрĕн представителĕ А. Поляков комитет ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

А. ЕГОРОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 октября 2017
13:21
Поделиться