Патăрьел районĕ
Юхмапа Пăла тăрăхĕнче авăн уйăхĕн 26-мъшъ тĕлне хуçалăхсенче пърчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 17289 /мĕн чухлĕ акнине шута илсе 100 процентпа танлашать/ гектар çинче вырнă. 49990 тонна тырă çапса илнĕ. Вăтам тухăç - гектартан 29 центнер. Çĕр улмине 728 /лартнин 65 проценчĕ/ гектар çинчен пухса кĕртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» гектартан 222 центнер тухать. Ытти пахча çимĕçе 396 гектар çинчен пухса управа хунă. Тухăç - гектартан 104 центнер.Çав вăхăтрах хуçалăхсенче кĕрхи культурăсене акма çĕр сухалаççĕ, çĕртме тăваççĕ. Çулерех асăннă кун тĕлне Патăрьел районĕнче кĕрхи культурăсене 4323 гектар /палăртнин 78,6 проценчĕ/ акнă. Çав шутран 4061 гектар çинче - тулă, 262 гектар çинче - ыраш.