Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕ _ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ
Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртет. Информаци ушкăнĕсем халăха вырма ĕçĕсем мĕнле пынипе, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх объекчĕсене хутса ăшăтмалли тапхăра мĕнле хатĕрленнипе, граждансем ялсене тирпей-илем кỹрес ĕçе тата бюджета пуянлатас ĕçе пуçарулăх кăтартса хутшăннипе паллаштарĕç. Çавăн пекех информаци ушкăнĕсем халăха харпăр хăй ыйтăвĕсемпе те йышăнĕç.
"Авангард" (газета Батыревского района)