Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсем мала тухнă

Хоккей енĕпе иртнĕ Чăваш Ен ăмăртăвĕн çĕнтерỹçисене авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнче «Шупашкар - Арена» Пăр керменте

чысланă 2016-2017 сезонти «Ял» дивизионта Патăрьел районĕн «Олимп» команди çĕнтернĕ. Вăл ăмăртусен тĕп парнине çĕнсе илнĕ. Иккĕмĕш вырăна Комсомольски районĕнчи «Кĕтне» команда тухнă. Бронза призер - «Йĕпреçсем» дружина.

Сезона вĕçленĕ дивизиона пурĕ çичĕ команда хутшăннă.

Ăмăртăвăн тĕп парнисемшĕн çавăн пекех Етĕрнери «Рубин», Вăрнарти «Кристалл», Куславккари «Титан» тата «Комсомольск»

командăсем тупăшнă.

Çĕнтерỹçъсене чысланă хыççăн ăмăртăва хутшăнакансем пăр çинче Чăваш Ен Правительствин командипе тĕл пулнă, юлташ-

ла матч ирттернĕ.



"Хыпар"
12 сентября 2017
18:15
Поделиться