Амăшĕсемшĕн те, ачисемшĕн те меллĕ
Районти тĕп больницăри ача-пăча консультацинче çак кунсенче çеç пулма тỹр килнисем кунти çĕнĕлĕхе асăрханă-тăр. Сиплев учрежденинче кăкăр ачисене çитермелли Пĕтĕм тĕнчери акцие хутшăнса залра амăшĕсемпе пĕчĕк пепкисене валли ятарласа кабина вырнаçтарнă. Çак проекта пурнăçа кĕртни чăн малтанах амăшĕсене тухтăр патне килсен ачисене пăхма, кăкăр сĕтне çитерме мĕн пур услови туса парассипе çыхăннă.
"Авангард" (газета Батыревского района)