Чулран эрешсем ăсталать
Унăн пушмакĕсем те ахаль йышши мар
Ал ĕçĕ пĕрне чун канăçне тупма пулăшать, теприншĕн вăл тупăш илмелли мел пулса тăнă. Нумайăшĕ пушă вăхăта ахаль ирттерес мар тесе кăсăкланма тытăнать. Ăстасен ĕçĕсене профессионалсем шедеврпах танлаштараççĕ - кашни япали хăйне евĕрĕ Калăпăр, хута çавăрса хатĕрленĕ карçинкка е вĕтĕ шăрçаран тунă картина епле ан тыткăнлатăр?
Патăрьелте пурăнакан Надежда Замкова ал ĕçĕпе 5 çул каялла кăсăкланма тытăннăĕ «Ун чухне ниçта та ĕçлеместĕм. Пушă вăхăт нумайччĕ. Çĕвĕç пулнă май хушăран çĕлекелеттĕм. Самарти çар чаçĕнче ĕçленĕ вăхăтра салтаксем валли костюмсем ăсталаттă.ĕ Чи малтан хĕрĕм валли алла çыхмалли тата ç ỹ ç тирпейлемелли хатĕрсем турăм. Сулăсем, ободоксем, чечексем, эрешсем тăваттăм. Кайран хĕрарăмсем хăйсен ачисем валли туса памашкăн ыйтма пуçларĕç», - калаçу пуçарчĕ Надежда Владимировн.ĕ Ăсталăха алла илнĕ май вăл тĕрлĕ материалпа ĕçлем, хăлха çаккисем, мăй çыххисем тăвать. Пултарулăх коллективĕсем валли костюмсем çĕлесе парать.
Алăстин амăшĕ те çыхас-тĕрлес енĕпе маттур пулнă. Экономистра ĕçленĕскер тĕрлеме юратнă. Сăмах май, хĕрĕ амăшĕн ĕçĕсене халĕ те упрать. Надежда Владимировнăн ывăлĕ йывăçран илемлĕ япаласем касса кăларас ăсталăха алла илет, хĕрĕ алмаз тĕррипе кăсăкланать.
Надежда Замкова тăрăшнипех 2016 çул ỹçи пулма шаннă.
- Пирĕн районта ал ăсти нумай, 40 яхăн çынĕ Вĕсем тĕрлĕ отрасльте вăй хураççĕ, вĕрентекенсем, культура, социаллă ĕçченсем, пенсионерсем, Пĕрлĕх туса хунă хыççăнах район центрĕнче пĕрремĕш курав йĕркелерĕмĕр. Унтан Шăнкăртам форумне хутшăнтăмăр. Ярмăрккăсемпе Акатуйсенче хамăр ĕçсемпе паллаштаратпăр. Хальлĕхе район тулашнех тухаймарăмăр-ха. Хамăра ятăн уйрăм п ỹ лĕм уйăрса пама шантарчĕç. Хальлĕхе район библиотекинче х ỹ тлĕх тупрăмăр. Шкулсенче, музейсенче ăсталăх сехечĕсем ирттеретпĕр. Аслă çулсенчи хĕрарăмсем уйрăмах интересленеççĕ, ал ĕçне вĕренесшĕн. Ытларах чухне хутран тата вĕтĕ шăрçаран тĕрлĕ япала тума вĕрентетĕп, - терĕ Надежда Владимировна. Сăмах май, кăçал Республика кунĕнче вăл Шупашкарта иртнĕ экономика форумне хутшăннă.
Надежда Замкова каланă тăрăх – пултаруллисен йышĕнче хастарлăхпа палăрса тăраканĕсенчен пĕри Галина Маркидановаĕ Именкасси хĕрарăмĕ картинăсем ăсталать, тĕрлĕ япала çыхать. Аслă Арапуçри Лидия Горшкова тата Сителти Нина Соколова вак укçапа вĕтĕ шăрçаран хушпу-тухья, мăй çаккисем тăваççĕ. Вăрманхĕрри Шăхальти Надежда Раськина та пуçа тăхăнмалли япаласем хатĕрлет. Валентин Трофимов хăва хуллинчен сĕтел-пукан ăсталама маçтăрĕ Сергей Кураков строитель çăмарта хуппинчен тем те пĕр тăвать, йывăçран илемлĕ япаласем касса кăларать. Тутар Тимешĕнчи Мединя Зергирова квиллинг /хутран илемлĕ япала тăвасси/ ăсталăхне алла илнĕ. Вăлах канфет хучĕсенчен чечек композицийĕсем хатĕрлет. Патăрьелти 1-мĕш вăтам шкулта ĕçлекен Татьяна Яковлева хурăн хуппинчен карçинккасем çыхать. Унăн мăшăрĕ Александр Савинов - пичке-катка ăсти.
Ал ăстисен гильдийĕн Патăрьел районĕнчи хастарĕсен ĕçлес хавхаланăвĕ пысăк. Вĕсем малашне те республикăри куравсене хутшăнма, тĕрлĕ конкурспа фестивальте хăйсен ĕçĕсене кăтартма палăртаççĕ
Надежда ИСАЕВА, Патăрьелти тĕп библиотека директорĕ,
- Районти ал ăстисемпе 2013 çултанпах çыхăну тытатпăр. Библиотекăра куравсем час-час йĕркелеççĕ. Вĕсен ĕçĕсемпе пирĕн вулакансем те кăсăклансах паллашаççĕ, ятарласа курма килекен чылай. Пĕр-пĕр япала тума вĕренес ĕмĕт-шухăшпа çунатланакансем те пур. Библиотека ĕçченĕсен йышĕнче те пултарулли сахал маар. Сăмахран, Ирина Гаврилова методист тĕрлет, çыхать, теттесем ăсталать
Андрей МИХАЙЛОВ