Мĕн сăлтавпа кĕске ĕмĕрлĕ-ши?
2017 çулхи пĕрремĕш çур çулăн демографи кăтартăвĕсемпе районта хĕрарăмсем вăтамран 80, арçынсем вара 64 çул çеç пурăнни паллă. Çемье пуçлăхĕсем çут тĕнчерен час уйрăлнине мĕнпе çыхăнтармалла-ха? Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, чăн малтан пĕр вĕçĕм чикарккă мăкăрлантарни, эрех-сăра ĕçни ĕмĕре самай кĕскетет. Апла пулсан хисеплĕ арçынсен хăйсен сывлăхĕшĕн çине тăрсах тăрăшмалла.
"Авангард" (газета Батыревского района)