Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Спорт комплексĕшĕн пурте хавас

Çак кунсенче Алманчăри шкул картишĕнче хул-çурăма тĕрлĕ енлĕ çирĕплетмелли ятарлă спорт комплексне вырнаçтарнă. Çакăншăн ялта пурăнакан ватти те, вĕтти те савăнса пĕтереймест. Ял тăрăхĕ ал-урана, ỹт-пĕве çирĕплетмелли хатĕрсене вырнаçтарас шухăша кунта пурăнакансем малтанах алхапăл йышăннă, пая та кĕнĕ, утмăл пин тенкĕ ытла халăхран пуçтарса панă. Ачасен, мăнуксен сывлăхне çирĕплетмелли ятарлă вырăншăн паян пурте хавас. Халĕ кунта хĕвел анса каç пуличченех ача-пăча сасси лăпланмасть. Апла пулсан малашне çак ялтан район чысне хỹтĕлекен спортсменсем тата ытларах тухма пултараççĕ. 



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 июля 2017
14:58
Поделиться