РЕСПУБЛИКА ХЫПАРЕСЕМ
Патăрьел районĕ. Кăçал вырмана 77 комбайн хутшăнĕ. Çавна май техникăна районта графикпа килĕшÿллĕн тĕрĕслеме пикеннĕ. Комисси членĕсем ĕç сыхлавĕпе кирлĕ документсене те пăхнă. Хуçалăхсенче вăй хуракансемпе инструктаж ирттернине, водительсем медицина тĕрĕслевне тухнине çирĕплетекен журналсемпе паллашнă. Вырма инкексĕр ирттĕр тесен ĕç сыхлавне те пăхăнмалла, техникăна та тивĕçлĕ шайра тытмалла.
"Хресчен сасси"