Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Районта выльăх апатне хатĕрлесси малалла пырать. Ĕнерхи куна нумай çул ỹсекен курăксене 4898 гектар (80 процент) çулса пĕтернĕ. Сенаж кирлинчен 136 процент е 14650 тонна, утă _ 3226 тонна (71 процент) янтăланă. Пĕр ĕне-выльăх пуçне 20,5 центнер апат единици тивет.

Кĕрхи культурăсене акма 1149 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем çурхи культурăсене, çĕр улмине, пахча çимĕçе çум курăкран тата тĕрлĕ чир-чĕртен, хурт-хăпшанкăран хỹтĕлесе хими препарачĕсем сапаççĕ.

Районĕпе 19 пин пуç ĕне-выльăха шута илнĕ, унтан сăваканни _ 8 пин ытла.

Хушма хуçалăхсенче вăрлăх сухана кăларма пуçăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 июля 2017
10:32
Поделиться