Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăхпа спорт кунĕ

Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре Сывлăхпа спорт кунĕ иртет. Çак кун кăмăл тăвакансем физкультурăпа спорт керменĕсенче, бассейнсенче сывлăха тỹлевсĕр çирĕплетме пултараççĕ. Ырă пуçарăва йĕркелесе янăранпа тăватă çул çитрĕ. Унăн тĕллевĕ _ республикăра пурăнакансене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарасси, спортпа туслаштарасси. Кăмăл тăвакансем ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин ĕçченĕсемпе пĕрле яланхилле "Тухтăрпа уçăлма" тухма пултараççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 июля 2017
09:58
Поделиться