Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республика кунне _ парне

 Çакна Кивĕ Ахпỹртсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пунктне тума пуçăннă. Çуртăн никĕсне ярса канализаципе шыв пăрăхĕ- сене хунă. Пĕрлех тавралăха илем кỹртес ĕç те пырать.

Фельдшерпа акушер пункчĕ ĕлĕкхи вырăна каялла таврăнать. Кунта ирĕк те илĕртỹллĕ. Автотранспорт йышлă çỹремест. Ачасене валли выляв площадки те тума палăртнă.

Сиплев учрежденийĕнчи специалистсем 673 çыннăн сывлăхне сăнаса, сиплесе тăрĕç. З. Быкова, сăмахран, çак ĕçре чылайранпа вăй хурать. Раççей сывлăх министерствин Хисеп грамотине илме тивĕç пулнăскер ял халăхне пилĕк пỹрне евĕрех пĕлет.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 мая 2017
12:55
Поделиться