Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Йăла-йĕрке малалла тăсăлать

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта тутар хĕрарăмĕсен обществăлла пĕрлешĕвĕн республикăри форумĕ иртрĕ. Калаçу кунта тăван чĕлхене упрасси, унăн йăли-йĕркине тытса пырасси тата аталантарасси çинчен пычĕ.

Мероприятие хутшăнакансем малтанах шкулпа паллашрĕç. Г. Сабитова директор вĕренекенсен, вĕрентекенсен çитĕнĕвĕсем çинче чарăнса тăчĕ. Хăнасене ачасем савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Г. Чемеровапа С. Купкенова наци апат-çимĕçĕ, Р. Абянова, Л. Гайнуллова, Р. Гайнуллина хĕрарăмсен пуçа тăхăнмалли наци калпакне хатĕрлес енĕпе мастер-классем ирттерчĕç.

Ял тăрăхĕнчи тутар хĕрарăмĕ-сен обществăлла пĕрлешĕвĕн председателĕ Ч. Вахитова халиччен тунă ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ. Пурте пĕрле презентаци пăхрĕç. Республикăри тутар хĕрарăмĕсен обществăлла пĕрлешĕвĕн председателĕ С. Ишмуратова малашлăх планĕсемпе паллаштарчĕ.

 

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 мая 2017
12:52
Поделиться