Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Елчĕксемпе Патăрьелсем акара малта

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов Патăрьел тата Елчĕк районĕсенче çур акине еплерех йĕркеленипе паллашрĕ.

 «Батыревский» АУО директорĕ Петр Ялуков, ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, Патăрьел райадминистраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов калча тымарне тĕрĕслеççĕ.

Малтан Патăрьел тăрăхĕнчи «Исток» агрофирма хирĕнче пулчĕ. «Ял хуçалăх культурисене тăпрана агротехникăпа килĕшÿллĕн варăнтарассишĕн тăрăшатпăр, — пĕлтерчĕ Александр Илюткин ертÿçĕ. — Пирĕн тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем — 1300 гектар ытла, сахăр кăшманĕ — 300, çĕр улми— 200 гектар, нумай çул çитĕнекен курăк самаях йышăнĕç.Акана 20 ытла агрегат хутшăнать. Вăхăтра тата пысăк пахалăхлă акса хăварассишĕн Николай Тихонов, Андрей Соловьев, Михаил Кузьмин, Владимир Лампасов, ытти механизатор иртен пуçласа каçченех вăй хураççĕ».

Владимир Романов тракторист К-700 тракторпа 180 гектар çинче çурхи тулă акатчĕ.

«Ку техникăна — 5,9 млн, 15метр сарлакăш культиватора 1,6 млн тенкĕ парса туянтăмăр,— терĕ директор. — Çак укçан 25 процентне патшалăх саплаштарать. Пире пулăшу кÿни трактор-машина паркне çĕнетме хавхалантарать. Минерал удобренийĕ, çунтармаллисĕрмелли материал, паха вăрлăх туянма кĕске вăхăтра тавăрмалли кредит илтĕмĕр.Унăн процент ставкин 10 процентне саплаштарма патшалăх пулăшать. Пĕлтĕр хуçалăха тĕрлĕ программăпа субсиди 14 млн тенке яхăн пачĕç. Агрофирмăшăн ку — çирĕп тĕрев».

«Истокра» акана кĕске хушăра вĕçлеме чăрмантаракан сăлтав çук. Вице-премьер «Батыревский» обществăна çул тытрĕ. Сергей Иванов, Геннадий Ялуков, Александр Иванов тата ыттисем çĕр улми лартаççĕ. «Ку ĕçе

тăпрара нÿрĕк çителĕклĕ чухне вĕçлетпĕр, — терĕ АУО директорĕ Петр Ялуков. — Республикăри хăш-пĕр хуçалăхра «иккĕмĕш çăкăр» лаптăкне

пĕчĕклетесшĕн. Эпир иртнĕ çулхи чухлех хăваратпăр.Мĕншĕн тесен çĕр улми тупăш лайăх парать. Хальхи вăхăтра унăн кашни килограмне 22-24 тенкĕлле туянаççĕ». Министр Николай Федоров хресчен-фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлĕпе те кăсăкланчĕ.«Бензин-дизтопливо ака ирттерме çителĕклĕ, минерал удобренийĕ 200 тонна хыватпăр, — каласа пачĕ фермер. —Трактор-машина юсавлă. Ака

кал-кал пырать. Ăна кĕске хушăра вĕçлетпĕр».

Районти уй-хир ĕçĕсем çинчен министра администрации пуçлăхĕ Рудольф Селивановпа унăн çумĕ Леонид Кузнецов пĕлтерчĕç.

Сергей Артамонов Елчĕк районĕнчи «Победа», «Комбайн», «Прогресс» хуçалăхсене çитсе курчĕ. Ертÿçисем çурхи ĕçсене мĕнлерех йĕркелени çинчен каласа пачĕç. Акана пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин çапла каларĕ: «Çумăр çуса чăрмантармасан тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене ял хуçалăх организацийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче кĕске вăхăтра акса пĕтерме тĕллев лартрăмăр. Бензин-дизтопливо çителĕклĕ хатĕрленĕ. Ака аван иртет».

Министр рейда çапла пĕтĕмлетрĕ:«Ял хуçалăх культурисене нÿрĕк хисепĕ тăпрара нумай-рах чухне акса-лартса хăварассишĕн акана хутшăнакансене пурне те чĕнсе калатăп. Пирĕн трактор-машина республикипе кашни талăкра вăтамран 15 пин гектар таран тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем акма çитет. Çĕр пуласса кĕтселармалла мар, кашни сехетпе усă курса тухăçлă ĕçлемелле.

Кĕрхи культурăсем лайăх хĕл каçрĕç. Çурхи культурăсене 320 пин гектар акмалла тата лартмалла. Иртнĕ çулсенче сухаламан çĕрĕн пĕр пайне пусă çаврăнăшне кĕртмелле. Ку тĕллеве пурнăçлас тĕлĕшпе районсенче епле ĕçленине республика Пуçлăхĕ тĕрĕслесе тăрать. Вĕсен каялла чакма юрамасть. Кашни районта миçе гектар ĕçе кĕртмеллине Министрсен Кабинечĕ йышăну кăларса палăртнă».

 Юрий МИХАЙЛОВ



"Хыпар"
11 мая 2017
16:30
Поделиться