Район юбилейне _ сăвă пулĕ шеп парне!
"Авангард" хаçат пуçарăвĕпе тăван районăмăр 90 çул тултарнă ятпа ирттерме палăртнă сăвăсен конкурсĕ вăй илсе пырать темелле. Паянхи куна редакци почтинче поэзи каçалăкĕнче хăйсен ăсталăхне тĕрĕслес текенсем сахал мар. Апла пулин те тепĕр хут аса илтересшĕн: сирĕн сăвăсене апрелĕн 20-мĕшĕччен çеç йышăнатпăр. Ун хыççăн эсир шăрçаланă йĕркесене хисеплĕ жюри членĕсем пахалĕç, хак парĕç.
"Авангард" (газета Батыревского района)