Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Марафон пухмачĕ пуянлансах пырать

Республикăра йĕркелекен "Ачасен ячĕпе, ачасемшĕн" марафона Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи коллективсем çулсеренех хастар хутшăнаççĕ. Хальхи вăхăтра та Патăрьелсен ячĕ Чăваш Енте кăтартуллисемпе юнашар. Ку таранччен йывăр шăпаллă ачасене пулăшас тĕллевпе старт илнĕ марафон пухмачне 250 пин тенкĕ кĕмĕл пуçтарăннă та. "Çăмăл алăллă" коллективсен ятне чăн малтан асăнма та кăмăллă. Нăрваш Шăхалĕнчи, Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулсем, районти 26-мĕш пушар чаçĕ пысăк пуçарушăн ырă сăмаха тивĕç. "Булат" строительство организацийĕ, "Энергострой", тĕп больница, "Исток" ял хуçалăх предприятийĕ, районти ветеринари службин ĕçченĕсем вара яланхиллех ачасен ячĕпе сахал мар сумма куçарса панă. Сăмах май каласан, районти "Авангард" хаçат сотрудникĕ- сем те хамăрăн ырă пуласлăхшăн _ ачасемшĕн _ кăмăлтан пая кĕнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 апреля 2017
13:23
Поделиться