Пĕрле чухне уяв та кăмăллăрах
Районта тĕрлĕ çар чаçĕсенче службăра тăнисем хăйсен пĕрлешĕвне йĕркелерĕç. Çакă çитĕнекен ăрушăн пысăк хавхалану, воспитани темелле. Вăл шутра ракетăлла çарсемпе артиллери ветеранĕсен "Байконур" космодромăн, стратегилле ракета çарĕ-сен тата артиллери ветеранĕсен хăйсен союзĕ пулни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Апрелĕн 12-мĕшĕнче, Космонавтика кунĕнче, вĕсем хăйсен уявне кар пуçтарăнма ĕмĕтленеççĕ. Çавăнпа та мĕн пур ветерансене çывхарса килекен уявпа саламланă май çак кун 10 сехетре Патăрьелĕнчи бизнес-инкубаторта савăнăçа пĕрле пайлама йыхрав яраççĕ. Пĕрле чухне вара уяв та кăмăллăрах.
"Авангард" (газета Батыревского района)