Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шак! шаккать ака алăкран

Март уйăхĕ вылянчăк шухăшлă хĕр кăмăлĕ евĕр тăчĕ пулин те, урамалла пăхсан ака-суха ĕçĕ çывхарса пыни сисĕнет. Хуçалăхсенче паян хĕрсех тĕш-тырă вăрлăхне хатĕрлеççĕ, техникăна вăрăм ыйхăран вăратаççĕ, тивĕçлĕ çĕр хуçисене те палăртаççĕ. Унсăрăн епле çуракине пуçлăн? Республика кăтартăвĕсемпе кондициллĕ вăрлăх хатĕрлессипе Патăрьелсем халь- лĕхе кăтартуллисенчен пĕрисем шутланаççĕ. Ку таранччен ăна районĕпе 11 процент янтăланă. Çапах та çакă хальлĕхе кăкăр çапмалли кăтарту мар темелле. Чылай хуçалăхсенче çураки ыйтăвĕпе тимлемелли те пайтах-ха.



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 марта 2017
10:35
Поделиться