Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Эсир флюорографи тухнă-и?

Апла _ шанчăклă Çак кунсенче çеç Раççей календарĕпе туберкулеза хирĕç кĕрешекенсен кунĕ иртрĕ. Чăваш Енре ăна 2001 çултанпа паллă тума пикеннĕ.

Пĕр çынран теприне ерекен усал чирĕн пуçламăш тапхăрнех палăртма флюорографи тухни çеç пулăшать. Çавăнпа та çак тĕллевпе çулталăкне пĕр хутчен больницăна утма никамăн та ỹркенсе тăмалла мар. Шел пулин те районта çак ĕç-пуç çĕр поценчĕпех ăнăçлă пулса пырать теме çук. Пĕлтĕр пирĕн тăрăхра пурăнакансенчен 22873-шĕ çеç çак тĕрĕслев витĕр тухнă. Районти санэпиднадзорăн врач-эпидемиолог пулăшуçи Г. Перепелкина хаçат редакцине çитернĕ тăрăх районта хальхи вăхăтра туберкулезăн бациллярлă формипе чирлĕ 6 çын шутра тăни паллă. Кăçал тата пĕр çынна тупса палăртнă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
31 марта 2017
10:32
Поделиться