Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Паттăр" спорт шкулĕ республикăра чи-чи кăтартулли

Патăрьелĕнчи "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче район шайĕнчи спорт мероприятийĕ- сем çеç мар, республика пĕлтерĕшлисем те час-часах иртеççĕ. Ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче çамрăк спортсменсем кашни кунах тĕрлĕрен секцинче хул-çурăмне пиçĕхтереççĕ, чупаççĕ, гимнастика залĕн-че тренировкăсем ирттереççĕ, бассейнра ишеççĕ тата ытти те. Республикăри спорт министерстви çак кунсенче смотр-конкурса пĕтĕмлетнĕ чухне шăпах çак енсене тĕпе хунă та. Спорт шкулĕсенче 500 ытла спортсмен çỹрекенсен ушкăнĕнче пирĕн Патăрьелĕнчи спорт шкулĕ Чăваш Енте пĕрремĕш вырăн йышăнни кăçал тата хастартарах ĕçлеме хавхалантарĕ.

Сăмах май каласан, 2015 çулта пирĕн районти ачасемпе çамрăксен "Паттăр" спорт шкулĕ виççĕмĕш вырăн йышăннă.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 марта 2017
15:48
Поделиться