Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Наци телекуравĕпе кăмăллă

 Пуш уйăхĕнче Чăваш наци телекуравĕ спутник урлă кăтартма пуçларĕ. Специалистсем çирĕплетнĕ тăрăх, çĕнĕ мелпе 8 миллион абонент усă курать. Вăл шутра пирĕн район çыннисем те çĕнĕ кăларăмшăн питĕ хавас. Аса илтеретпĕр: наци телекуравне "Триколор _ТВ" спутник антеннин 823-мĕш пускăчĕ çинче пăхма пулать. 36-мĕш пускăч çинче вара Наци радиовĕ ĕçлет.

Хаклав

Елена ГРИГОРЬЕВА, Пăлакасси ялĕ:

_ Ытти нумай каналсемпе юнашарах наци телекуравĕн кăларăмĕсем янăраса кайнишĕн эпир питĕ савăнтăмăр. Пирĕн çемьене тахçан кĕтнĕ хăна хапăл тунă пекех туйăнчĕ. Республика хыпарĕсене, чăваш эстрада çăлтăрĕсем тăван атте-анне чĕлхипе шăрантаракан юрăсене, паллă çынсемпе йĕркелекен ытти передачăсене кăмăлтан пăхатпăр.

Сăмах май çакна та каласа хăварасшăн. Ялти ватă çынсем "Авангард" хаçатри телепрограммăра Наци телекуравĕн программине кĕртме сĕнеççĕ.

 



"Авангард" (газета Батыревского района)
10 марта 2017
14:09
Поделиться