Компенсаци адреслă пулĕ
Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ регионта уйрăм категорире тăракан çынсене çул çỹ-рев укçине тăкакланăшăн пĕр пайне компенсаци тỹ-лес йĕркене çирĕплетнĕ. Ĕç хучĕпе килĕшỹллĕн, çĕнĕлĕх федераци тата регионти пулăшăва илекен Чăваш Енри çынсене троллейбуспа тата хуласем хушшинче çỹрекен автобуссемпе усă курнăшăн билет хакĕн пĕр пайне саплаштарма ирĕк парать. Компенсацие кварталта пĕр хутчен, билет хакĕн-чен 20 процентне тỹлеме йышăннă. Анчах та çакна палăртмалла: вăл 150 тенкĕрен ытлашши пулмалла мар. Çынсен хăйсем çăмăллăхпа усă курни çинчен халăха социаллă пулăшу паракан центртан ятарлă çирĕплетỹ хутне илмелле.
"Авангард" (газета Батыревского района)