Республикăри ăмăрту
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн 2000 çулсенчи тата унран кĕçĕнрех каччăсемпе хĕрсем хушшинче шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн йывăр атлетикăпа мала тухассишĕн ăмăртусем иртрĕç. Тупăшăва ачасем Елчĕке пуçтарăнчĕç. Пирĕн район чысне унта чылайăн хỹтĕлерĕç. Хăй- сен виçе категорийĕсенче Д. Пав- лов пĕрремĕш, Т. Боброва, И. Сте- панова, Д. Смаева, Т. Павлов иккĕмĕш, Е. Живова, Е. Ершова виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç. Ачасене ăмăртусене Н. Трифоновпа Н. Зимин тренерсем ха-тĕрленĕ.
А. ИВАНОВА.
"Авангард" (газета Батыревского района)