Кăтартусем курăмлă, ĕмĕтсем пысăк
Кивĕ çула ăсатса çĕннине анлă çул панă тапхăрта кашни ĕç коллективĕ çулталăк тăршшĕпе пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетет, йывăрлăхран тухмалли аталану çулĕсене палăртать. Район администрацийĕн тилхепине çулталăк ытла çирĕп те шанчăклă тытса пыракан ертỹçĕпе _ Рудольф Васильевич Селивановпа _ шăпах çак сăлтавпа тĕл пулса Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи халăх ырлăхĕшĕн, район экономикине пуянлатассишĕн пурнăçланă ĕçсем пирки калаçу пуçартăмăр.
_ Рудольф Васильевич, ватăсем ыранхине ырличчен паянхине мухта, тенĕ. Çурăм хыçне юлма хатĕрленекен 2016 çула мĕнлерех хак панă пулăттăр? Çĕршывшăн çăмăл мар лару-тăрура районти муниципалитет ертỹлĕхĕн хăйĕн командипе сахал мар йывăрлăхсене парăнтарма тỹр килчĕ-тĕр?
_ Йывăрлăха парăнса алă усса ларнипе нихăçан та ырă улшăну пулмасть. Кризис тапхăрĕнче кашни ыйтăва кал-кал татса пама та май килмест. Çапах та ял хуçалăх ĕçченĕсен уявĕ ячĕпе йĕркеленĕ мероприятире çулталăк итогĕпе республикăри районсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăнса Диплома тата укçан хавхалантарăва тивĕçни эпир умма лартнă тĕллевсене пурнăçланине çирĕплетет тесе шутлатăп. Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи "Агрофирма "Исток" тулли мар яваплă обществăн (ертỹçи А. Илюткин) ячĕ Раççейри сахăр кăшманĕ туса илекен чи лайăх хуçалăхсен йышне кĕни те пирĕн мăнаçлăх.Пĕтĕмĕшле илсен çăмăл мар ял хуçалăх çулталăкĕнче иртнĕ çулхипе танлаштарсан 3,5 пин тонна ытларах тĕш-тырă, 2,7 тонна нумайрах пахча çимĕç, палăртнинчен 4,4 пин тонна нумайрах сахăр кăшманĕ тата ытти культурăсене те ăнăçлă та тухăçлă пăхса çитĕнтернĕшĕн, вăхăтра пуçтарса-кăларса илнĕшĕн çĕр ĕçченĕ умĕнче паян кăмăлтан пуçа таятăп. Кăçал Мускаври ВДНХ территорийĕнче иртнĕ "Ылтăн кĕркунне_2016" агропромышленноç куравĕнче пирĕн район хастарĕ-сем, Р. Санзяпов фермер хуçалăхĕн тата "Али" кооператив ертỹçисем ылтăн тата кĕмĕл медальсене тивĕçни те Патăрьелсем çĕнĕ производствăна ĕçе кĕртес, халăха ĕç вырăнĕ- пе тивĕçтерес тĕлĕшпе тимленине çирĕплетет.
Хамăр ĕçе пысăка хурса хаклани ан пултăр та, тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăм çинче те чарăнса тăрас килет. Республикăри финанс министерстви çулсеренех муниципалитетсем хушшинче бюджет укçипе мĕнле усă курнине 54 тĕрлĕ индикаторпа хак парать. Унăн результачĕпе пирĕн район чи-чи кăтартуллисен ушкăнĕнче пулни те район- ти структура подразделенийĕсем республикăри патшалăх влаç органĕ- семпе пĕр-пĕрне ăнланса ĕçленине тепĕр хут çирĕп- летет. Хальхи вăхăтра пирĕн ĕçре çакă чи кирли тесе хаклатăп. Çỹлти влаç патне "шлагбаум" пулни никамшăн та усăллă мар. Малашне те правительствăпа, министерствăсемпе тачă çыхăнура ĕçлесчĕ.
_ Кĕркунне Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн тăрăхра пулнă май, Патăрьелсем бизнеса ăнăçлă аталантарма пĕлнине палăртрĕ, çавна май хушма ĕç вырăнĕсем уçнине, ял халăхĕн пурнăç шайне çĕкленине каларĕ. Шухăша малалла тăсса эсир Ĕç çынни çулталăкĕнче чăн малтанах пирĕн районта мĕнле пысăк производство объекчĕсем ĕç шавĕпе тулнине, ĕç аллипе пуянланнине палăртма пултаратăр?
_ Юлашки çулсенче чăнах та пĕчĕк тата вăтам бизнес район- ти рынок экономикин уйрăлми пĕр пайĕ шутланать. Çак сферăра паян пĕчĕк бизнесăн 1081 субъекчĕ, вăл шутра 92-шĕ харпăр-хăй ĕçĕпе тимлет. Район пурлăхĕ вăл _ халăх ырлăхĕ. Çавăнпа та патшалăх пулăшăвĕ- пе усă курса уйрăмах агропромышленноç комплексне тĕрлĕ-рен инвестици проекчĕсене пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр. Урăхла каласан, пирĕн тĕллев _ хамăр вăйпа туса илнĕ продукцине вырăнтах вырнаçтарасси, унтан тупăш илесси, район хыснине пуянлатасси. Хальхи вăхăтра, сăмахран, Санзяпов фермер хуçалăхĕн сменăра 3 тонна аш-какай тирпейлекен кă-çал хута янă цехĕ тулли хăватпа ĕçлет. Çакă питĕ кăмăллă. Анат Туçара, Именкассинче, Çĕнĕ Ахпỹртре, Сăкăтра пахча çимĕç управĕсем, Çĕнĕ Ахпỹртри Л. Краснован, Шăнкăртамри ИП Минсеит Янешевăн тата "Исток" хуçалăхсенче виçĕ тырă управĕ, Радий Бикчурин тата Эмиль Зейнетдинов фермер хуçалăхĕсенче 100-шер ĕне вырнаçмалăх фермăсем хута кайрĕç тата ытти те. Ĕнер Шăнкăртамри "АЛИ" кооперативра аш-какая тирпейлесе кăлпасси тăвакан çĕнĕ цех хăйĕн производствине пикенчĕ. Унăн ертỹçи Азат Пазюков шăпах патшалăхран 6,5 миллион тенкĕ гранда тивĕçнĕ. Патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсем паракан çĕнĕ МФЦ та 2017 çулта хăйĕн клиенчĕсене хăтлă çуртра йышăнма пуçлĕ.
_ Рудольф Васильевич, Патăрьелсен хура тăпри çинче çитĕннĕ сухан-севокĕ Раççейĕпех чапа тухрĕ темелле. Анатри чăвашсен "ылтăнне" çапла пахалани питех те кăмăллă. Çĕрулми, ытти тымар çимĕç туса илес тĕлĕшпе те эпир пĕрер пăт "тăвар" çинĕ тесен те юрать. Çапах та эсир рынок каçалăкĕнче хамăр ăспа вăя кăтартас тĕллевпе малашлăхра тата еплерех çĕнĕлĕхсене, "экспериментсене" куратăр?
_ Ку тĕлĕшпе эпир те Республика Пуçлăхĕн политикинех тытса пыратпăр. Мал ĕмĕтлĕ ертỹçĕ ĕнерхи кунпа лăпланса, çырлахса ларакансене килĕш- термест. Акă, нумай пулмасть Раççей делегацийĕн шайĕпе Японинчи тĕл пулăва хутшăннă май, пĕр компани представителĕсемпе Чăваш Енте теплица комплексĕсене хута ярас ыйтăва çĕклерĕ. Ку тема пирĕн тăрăхра та "пиçсе" çитнĕ. Çакна эпĕ хушма кĕмĕл тумалли çул-йĕр-сенчен пĕри тесе шутлатăп. Пăлапуç Нурăсĕнче çывăх вăхăтра хута яма палăртнă пин пуç таран вырнаçакан качака ферми те пирĕншĕн çĕнĕлĕх. Енчен те ра-йон экономикишĕн çĕнĕ отрасль хушма тупăш çăл куçĕ вырăнĕнче пулсан, хальхи вăхăтра паха продукт шутланакан производствăна анлăлатма та пулать.
Тепĕр çĕнĕлĕх пирки те асăнса хăварас килет. Хальхи вăхăтра Шăнкăртамрах тепĕр хастар фермер Ф. Чабатов осетр йышши пулă ĕрчетекен бассейн тăррине витес ĕçе вĕçлесе пырать. Урăхла каласан, тĕрлĕрен программăна явăçса агропромышленность комплексне нумай енлĕ аталантарни хамăрăн район бюджетне пуянлатма çеç пулăшĕ.
_ Астăватăп-ха, эсир район муниципалитечĕн çăмăл мар "лавĕ" умне тăнă хыççăн чăн малтанах чĕре çумĕнче чул пек çакса çỹрекен ыйтуран _ ял тăрăхĕсенче кашни квадратлă метр çĕре регистрацилесе ăна ĕçе кĕртессинчен _ пикентĕр, муниципалитет енчен çирĕп тĕрĕслев пулассине те систертĕр. Малтанхи результатсем пирки мĕн калама пултаратăр?
_ Чăнах та çулталăк тăршшĕпе сахал мар ĕç турăмăр. Патшалăх шайĕнчи çак ыйтупа кашни ял тăрăхне çитсе тĕл пулусем ирттертĕмĕр. Паянхи куна районта шута илнĕ 4675 гектар усă курман çĕртен 1350-шĕхуçине тупнă. Хуçасăр çĕрсене регистрацилес тĕлĕшпе уйрăмах Пикшик, Ишлĕ, Ыхра Çырми, Туçа, Çĕнĕ Ахпỹрт ял тăрăх пуçлăхĕсем, "Корма", "Звезда", "Красное знамя" хуçалăхсем, Е. Мартышкин, Л. Краснова, Р. Сан- зяпов, И. Чемеров, А. Багаутдинов, С. Халитов фермер хуçалăхĕсем тỹрĕ кăмăлпа ĕçленине палăртмалла. Çав вăхăтрах Çĕньялсен, Шăнкăртамсен ку тĕлĕшпе ĕçе кирлĕ пек йĕркелемелле. Вырăнти муниципалитетсен ытти мĕн пур ыйтусемпе пĕрлех патшалăх шайĕнче тăракан çак проблемăна (çаплах калас килет) малашне те татса пама тивĕ. Çакна та палăртса хăвармалла. Тавар туса кăларакансене хавхалантарас, вĕсен экономика лару-тăрăвне шута илсе финанспа пулăшас тĕллевпе район пуçлăхĕ М. Пет-ров район депутачĕсен Пухăвне аграрисем ĕçе кĕртнĕ кашни гектар çĕр пуçне 1000 тенкĕ уйăрма сĕннĕ. Ырă шухăш, сĕнỹ кашни лаптăк çĕрпе тухăçлă усă курас тесе хавхаланса ĕçлемелли стимул пулĕ.
_ Рудольф Васильевич, чылай канашлура эсир районти тирпей-илем, хăтлăх пирки калаçăва çивĕчлететĕр. "Коммунизм" тапхăрне чăтса ирттернĕ çул хĕрринчи тайлăк хуралтă-палăксем никама та илем кỹменни паллă-ха. Унсăр пуçне пирĕн çулсеренех çĕкленекен капмар çуртсем те, пĕр тикĕс тăсăлакан çулсем тата ыттисем те сахал мар хута кайса пыраççĕ. Пурнăçа кĕртнĕ хăш-пĕр программăсене асăнса хăварăр-ха.
_ Чăн малтанах кĕркунне "Тăрăн _ Кĕçĕн Арапуç" автоçул хута кайнине палăртам. Икĕ ял тăрăхне пĕрлештерекен 3,25 çухрăм çак çула тавра ялсем тахçанах ĕмĕтленнĕ. Халĕ кĕске те меллĕ маршрутпа автобуссем те, уйрăм çынсем те кăмăлтан çỹреççĕ. Малашне вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсене тирпейлесси çине пысăк тимлĕх уйăрăпăр. Çак тĕллевпе 12 ялти урамсем валли проектпа смета документацийĕсем хатĕр.
2016 çулта Вăтаелĕнче çĕнĕ модульлĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Районта паян çакнашкал ултă ФАП ĕçлет, ял çыннисен сывлăх ыйтăвне тивĕçтерет. Çывăх çулсенче Тăрăнта, Еншикре, Кивĕ Ахпỹртре, Именкассинче те çакнашкал сиплев пункчĕ пулмалла. Çĕнĕ объект- сем ял илемне кĕртме, район сăн-сăпатне улăштарса пуянлатма, халăх пурнăçне хăтлăлатма çеç пулăшĕç.
_ Паянхи кĕске калаçуранах Патăрьелсем Ĕç çынни çулталăкне тухăçлă ирттернĕ тесе хаклама пулать. Ỹсĕмсем, çитĕнỹсем куç умĕнче. Рудольф Васильевич, çывхарса килекен Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкне те кăçалхинчен начар мар кăмăлпа ирттерес тĕллевпе район халăхне мĕн суннă пулăттăр?
_ Чăн малтанах пурне те çирĕп сывлăх! Вăл пулмасан калаçу та пуçараймăн. Чи кирли вара _ пĕрлĕх, килĕшỹлĕх. Пĕрле, пĕр шухăшлă чухне çеç эпир ăнăçу, çитĕнỹ, çĕнтерỹ тума пултаратпăр.
_ Тавах Сире калаçушăн, Сире те Çывхарса килекен Çĕнĕ çул ячĕпе саламлатăп, çăмăл мар ĕçре пысăк ăнăçу сунатăп.
Калаçăва "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Нина МАЗЯКОВА йĕркеленĕ