Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хисеплĕ паллăпа чысланă

Санкт-Петербургра "Раççей шкулĕсен ку чухнехи проблемисем тата аталану малашлăхĕ" темăпа вĕрентỹ форумĕ иртрĕ. Çавна май маларах конкурс йĕркеленĕччĕ. Вăл икĕ тапхăрпа пулчĕ. Пĕрремĕшĕнче шкул çинчен презентаци хатĕрлесе янă. Иккĕмĕшĕнче _ документацие тишкерчĕç. Пленарлă ларура тата тематика конференцийĕнче ку чухнехи шкул проблемисемпе малашлăхне тĕпчеççĕ. Унта пирĕн районтан Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул директорĕ Г. Сабитова хутшăнчĕ. Çакă савăнтарать: вĕренỹ учрежденине "Раççейри 100 лайăх шкул" лауреат йышне кĕртнĕ, дипломпа тата медальпе наградăланă. Гельнур Нурулловнăна вара "Çулталăк директорĕ _ 2016" хисеплĕ паллăпа чысланă.

Г. Сабитовăна инçе çула тухма район администрацийĕ те пулăшнă.

А. ХАКИМОВА, шкул директорĕн вĕрентỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
09 декабря 2016
10:10
Поделиться