Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсен пултарулăхне пысăк хак панă

 Вырсарникун Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче "Хавхаланса юрлать чĕре" фестивалĕн гала-концерчĕ иртнĕ. Унта хутшăнма пирĕн районти Халăх юрăпа ташă ансамблĕ (ертỹçи А. Шакин) тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти хĕрарăмсен хорĕ (етỹçи ЧР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ П. Никитин) тивĕçнĕ. Уява пуçласа яма та Патăрьелсен ансамбльнех шаннă. Икĕ коллектив та тĕп хуларан пушă алăпа килмен, вĕсене лауреат ятне парса чысланă. Раççей тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченне А. Шакина "Чи лайăх дирижер-хормейстр" дипломпа чысланă.

Концерт питĕ кăмăллă иртнĕ. Патăрьелсене куракансем те тăвăллăн алă çупса хавхалантарнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 ноября 2016
17:49
Поделиться