Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Чăваш пики - 2016" _ Дария Иванова

Пултаруллă çамрăксене тупса палăртас тата вĕсене аталанма пулăшас, йăла-йĕркене упрас, çамрăксене вĕсемпе ытларах паллаштарас тĕллев- пе Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче çулленех "Чăваш пики" конкурс йĕркелеççĕ. Унта ял тăрăхĕсем маларах вырăнта ирттернĕ мероприятинче çĕнтернĕ пикесем хутшăнаççĕ. Кăçал та çаплах пулчĕ. Ноябрĕн 18-мĕшĕнче пулнă конкурсра "Чăваш пики" ята илессишĕн маттурисенчен маттурисем тупăшрĕç. Вĕсем юрласа, ташласа, тутлă апат хатĕрлесе тỹ- ресене тата курма пынисене тĕлĕнтерчĕç. Пăлапуç Пашьел хĕрĕ Дария Иванова вара чи пултарулли пулчĕ, "Чăваш пики - 2016" номинацие тивĕçрĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 ноября 2016
11:21
Поделиться