Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Республика кунĕ _ Пăрачкав районĕнче

2017 çулта Республика кунне хăш районта ирттересси пирки йĕркеленĕ конкурсра Пăрачкав районĕ çĕнтернĕ. Çакăн пирки Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев ноябрĕн 10-мĕшĕнче кăларнă Указа алă пусса çирĕплетнĕ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинетне Республика кунне хатĕрленсе ирттерсе яма мероприятисен планне тума тата Пăрачкав районĕнчи ялсен обществăлла инфраструктурине аталантарма Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Гранчĕпе тивĕçтерме хушнă. Чăваш Еншĕн паллă уява йĕркелеме тата палăртма республика бюджетĕнчен 10 млн тенкĕ пăхса хăварнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 ноября 2016
09:35
Поделиться