Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Мускавра шăрантарчĕ юрă

 Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти 9 класра вĕренекен В. Салихова çитĕнỹ хыççăн çитĕнỹ тăвать. Иртнĕ уйăх вĕçĕнче Василя Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕпе вĕрентỹпе наука министерстви хутшăннипе ирттерекен "Край, в котором ты живешь" фестивале хутшăнса лауреат пулнăччĕ. Чỹк уйăхĕнче чиперкке пире тепĕр çитĕнỹпе савăнтарчĕ. Мускаври нацисем хушшинчи Раççей шайĕнчи иккĕмĕш юрă конкурсĕнче финалта çĕнтерсе супер-финала кĕме тивĕçрĕ. Кремльти керменти концерта вăл "Кошларым" ("Кайăксем") юрăпа хутшăнчĕ. "Тă- ван тата патшалăх чĕлхипе юрлатпăр" конкурсра кỹршĕллĕ Комсомольски районĕнчи Ксения Гришина та пулнă. Вăл пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
15 ноября 2016
09:36
Поделиться