Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шăпчăк саслă чиперккене _ «Артека» путевка

 ТУТАР Сăкăтĕнчи вăтам шкулти культура мероприятийĕсем Василя Салиховасăр иртмеççĕ тесен те юрать. Шăпчăк саслă чиперкке _ сцена илемĕ. Вăл шăрантаракан кашни юрă куракана тыткăна илет. Ахальтен мар ĕнтĕ тăххăрмĕш класра вĕренекен хĕрача кăçал çуркунне Шупашкарта иртнĕ «Жемчужинки Чувашии _ 2016» фестиваль-конкурсра çĕнтерсе пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çирĕп хак паракан тỹре членĕ-сем унăн творчествине, пултарулăхне çапла пахалани Хисеп грамоти парса чыс тунипе çеç иртмен. Çак кунсенче конкурс çĕнтерỹçи Чăваш Ентен çула тухнă пысăк ушкăнпа виçĕ эрнелĕхе Хура тинĕс хĕррине, тĕнчипе паллă «Артека» кайма тивĕçнĕ. Вĕренỹ отличницишĕн, общество хастарĕшĕн пысăк çулçỹрев ĕмĕрлĕх асра юласси каламасăрах паллă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 сентября 2016
08:46
Поделиться