Тирпейлени, илем кĕртни харама кайман
ÇАК кунсенче выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти службăна республикăри Патшалăх ветеринари службин ертỹçи С. Скворцов тата рес- публикăри ветеринари ассоциацийĕн правлени председателĕ С. Карасева алă пусса çирĕплетнĕ диплом парса чыс тунă. Çакăн валли сăлтавĕ пысăк. Пирĕн Шăнкăртамри ветлечебница (заведующийĕ И. Шамшетдинова) кантур йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртес, чечексем лартса капăрлатас тĕлĕшпе республикăри конкурса хутшăнса иккĕмĕш вырăн йышăннă. Урăхла каласан, кунта тăрăшакансем çу каçĕпе ывăнма пĕлмесĕр учреждение хăтлăх кỹни харама кайман. Районти чылай организаци-предприятисен вĕсенчен тĕслĕх илмелĕх пур.
"Авангард" (газета Батыревского района)