Конкурс: "Суйлава _ атте-аннепе"
ТĔРЛĔ çулхи ачасен право культурине пысăклатас, çамрăк тата пулас суйлавçăсен хастарлăхне ỹстерес, çавна май çывхарса килекен Патшалăх Думин тата Патшалăх Канашĕн депутачĕсене тата вырăнти самоуправлени органĕн суйлавне ашшĕ-амăшне пысăк ăнланулăхпа хутшăнтарас тĕллевпе районта "Суйлава _ атте-аннепе" конкурс йĕркеленĕ.
Хăйне евĕр кăсăклă тупăшăва 1-11 класра вĕренекенсем çеç мар, 18 _ 35 çулсенчи çамрăксем те хутшăнма пултараççĕ. Номинацийĕсене ачасен çулне, ăс-хакăл аталанăвне кура çирĕплетнĕ. Сăмахран, 1_4 класра вĕренекенсем "Суйлава _ атте-аннепе" ỹкер- чĕксем хатĕрлĕç, 5 _ 8 классем "Эпĕ атте-аннепе суйлава мĕнле хутшăнни" темăпа ăста та пуян содержаниллĕ сочинени çырĕç, вĕсенчен аслăраххисем _ 9-11 класри каччăсемпе хĕрсем вара "Селфи" номинаципе "Суйлава _ атте-аннепе" паха сюжетлă сăн ỹкер- чĕксем конкурса тăратĕç. Чи кăсăкли те творчество шайĕпе чи пуянни юлашки ушкăнри çамрăксен ĕçĕ пулĕ. Жюри членĕсене "Суйлав _ модăра" ятпа хатĕр-ленĕ информаци буклечĕсене пахалама та кăсăклă пулĕ.
Конкурс суйлав кунĕ _ сентябрĕн 18-мĕшĕ _ иртнĕ хыççăн та тăсăлать-ха. Ĕçсене Патăрьелĕнчи ачасен творчество çуртĕнче çак уйăхăн 21-мĕшĕчченех йышăнаççĕ. Ан ỹркенĕр, паха парнесене çĕнсе илме хатĕрленĕр!