Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районти учительсен конференцийĕ

Августăн 29-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче районти учительсен йăлана кĕнĕ августри конференцийĕ иртрĕ. Унăн кăçалхи теми: "Педагогăн професси шайне ỹстермелли система: проблемăсем тата перспективăсем".

Вĕрентекенсен аслă пухăвне вĕренỹ тытăмĕн педагогĕсемпе ертỹçисем, ветеранĕсем, вырăнти хăйтытăмлăхĕн органĕсен представителĕсем, пĕрлех район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов, Чăваш Патшалăх Канашĕн депутачĕсен кандидачĕсем _ ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков тата "Юрма" агрохолдингăн ĕç тăвакан директорĕ К. Ермолаев _ хутшăнчĕç.

Конференци теми тăрăх районти вĕрентỹ управленийĕн начальникĕ Н. Андреева доклад турĕ. Конференци пирки тĕплĕнрех çитес номерте паллаштаратпăр.

(Хамăр корр.)



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 августа 2016
14:27
Поделиться