Ирина Калентьева финиша 17-мĕш кĕнĕ
Рио-де-Жанейрори 31-мĕш çуллахи Олимп вăййи вĕçленчĕ. Пирĕн Раççей команди тĕрлĕрен тупăшусенче 56 медаль çĕнсе илсе тăваттăмĕш вырăн йышăнчĕ. Патăрьелсем вара маунтинбайк енĕпе хăйĕн спорт карьеринче тăваттăмĕш хут олимпиадăна хутшăнакан Ирина Калентьева ентеш кăтартăвĕшĕн пăшăрханчĕç. 38 çулхи велогонщица Риора финиша 17-мĕш кĕчĕ. Çак ăмăрту умĕн шăпах вăл пысăк пỹрнине ыраттарни ăна чăрмав кỹнĕ, вăл вăйлă ушкăнтисемпе юнашар мĕн пур вăйĕпе чупайман-мĕн.
"Авангард" (газета Батыревского района)