Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хапăл тăвăр ярмăрккăна, "Кĕр парнисем" уйăхлăха!

Ыран, августăн 20-мĕшĕнче, Шупашкарăн кашни районĕнчех ял хуçалăх продукцийĕн çĕнĕ тухăçне сутма тытăнаççĕ. Ярмăркка Калинин районĕнче ("ДАР" ТЯО рынок территорийĕнче, Стрелоксен 324 дивизийĕн урамĕнчи 22-мĕш çурт, "Фиалка" суту-илỹ центрĕ çывăхĕнче, Эгер бульварĕн 40-мĕш çурчĕ патĕ- нче), Ленин районĕнче ("Николаевский" суту-илỹ комплексĕн территорийĕнче, Николаев урамĕнчи 14 "а" çурт патĕнче) тата Мускав районĕнче ("Çурçĕр" пасар территорийĕнче, Мускав проспекчĕн 40 "а" çурт патĕнче) _ ĕçлĕ.

Çакна та палăртма кăмăллă. Ял хуçалăх продукцине сутакансене суту-илỹ вырăнĕсене тỹлевсĕрех уйăрса параççĕ. "Кĕр парнисем" уйăхлăха пирĕн район çĕр ĕçченĕсем, уйрăм фермер хуçалăхĕсем тата ыттисем те хутшăнса хăйсен продукцийĕсене сĕнме, сутма пултараççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
19 августа 2016
16:54
Поделиться