Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

"Батыревский", "Красное знамя", "Сидели" хуçалăхсенче, Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пуçтарса кĕртнĕ.

Районĕпе тыр-пула 61 процент çапса тĕшĕленĕ. Тухăç пĕр гектартан 27,8 центнерпа танлашать. Кăтарту "Батыревский" (31,1 центнер), "Красное знамя" (30,2), "Малалла" (31, 9), "Исток" (34,2) хуçалăхсен, улма-çырла питомникĕн (30 центнер) пысăк.

Кĕрхи культурăсене акма 3921 гектар çĕр хатĕрленĕ.

Утă 4993 тонна, сенаж 14228 тонна, силос 2700 тонна янтăланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 августа 2016
08:25
Поделиться