Инкексен сăлтавĕ пĕрешкел
Çанталăк шăрăх тăнăран çынсем шыв çывăхнелле туртăнаççĕ. Шел, асăрхануллă пулманран, инкек тăтăшах пулса тăрать. Иртнĕ вырсарникун çеç Шупашкарти тĕп пляжра 15-ри хĕрача путса вилнĕ. Çăлавçăсем палăртнă тăрăх - кăçал пирĕн республикăра ултă ача путса вилнĕ. Инкексен сăлтавĕ пĕрешкел: çул çитменскерсем шыв хĕрринче аслисемсĕр пулни тата вĕсене çитĕ- ннисем асăрхаса çитерейменни. Çавăнпа та МЧС ĕçченĕсем пурне те тимлĕ пулма ыйтаççĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)