Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юсавсăр _ апла шанчăксăр

 Ун пек чухне çула ан тухăр! еспубликăра, çавăн пекех районта та августăн 1-мĕшĕнчен пуçласа 31-мĕшĕччен «Трактор» операци ирттереççĕ. Çак тапхăрта уйрăм çынсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, фермер хуçалăхĕ- сен тата ытти организацисен тракторĕсен юсавлăхне тĕрĕслеççĕ. Енчен те патшалăх техника надзорĕн инспекцийĕпе шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕ- сем «хурçă» ут техника хăрушсăрлăх ыйтăвне тивĕçтерменнине асăрхасан, вĕсене ĕçрен хăтараççĕ. Ун пек техникăпа çула тухма та, ĕç тума та шанчăксăр. Юрăхсăр тракторпа çỹрекенсем çул çинче авари тума та пултараççĕ. Апла пулсан ятарлă операци техникăпа пулакан инкек-синкеке сирсе яма та пулăшать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
29 июля 2016
15:45
Поделиться