Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хĕрлĕ мăкăньшĕн выртса та макăрăн!

 Ку чухне пахчари ытти чечексемпе юнашарах хĕрлĕ мăкăнь хĕм сапса, кантăр сарăлса ларнине курсан е асăрхасан, йĕрке хуралçисем чăннипех те вĕсен хуçипе куçа-куçăн калаçмасăр е тата протокол çырмасăр иртсе каймĕç. Наркотик тытăмлă çак çимĕçсене лартма та, ăна ытти çынсене салатма, сутма та юрамасть. Çынсене вĕсен сиенĕ пирки уççăн ăнлантарас, ăс-тăна улăштарма пулăшакан хатĕрсенчен хăтăлас тĕллевпе районта "Мак -2016" операци пырать. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ çак уйăхăн 31-мĕшĕнче вĕçленет. Иккĕмĕшĕ вара вăрăмрах _ августăн 10-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 30-мĕшĕччен пырĕ. Çавăнпа та район полицийĕ çак темăпа пĕлнĕ çĕнĕ хыпарсене 6-14-92 тата 6-13-76 телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 июля 2016
11:36
Поделиться