Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Учительницăна та, ачисене те пысăк "5" паллă!

 Çак кунсенче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Пĕтĕм чăваш диктантне пĕтĕмлетнĕ, чи-чи ăста та пултаруллă, тавракурăмлă та тăван чĕлхе вăрттăнлăхне пилĕк пỹрне пек пĕлекенсене чысланă. Аса илтеретпĕр: ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче иртнĕ Чăваш чĕлхи кунĕнчи тĕрĕслеве пирĕн районти Ыхра Çырминчен çеç 62ĕн хутшăннă. Вĕсенчен сакăр ĕçе "5" паллăпа хакланă. Чăн малтанах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен С. Кулакова ятне асăнмалла. Светлана Пантелеймоновна чылай конкурс лауреачĕ, пысăк хастар, пултаруллă педагог. Унпа пĕрлех К. Куракова, С. Максимова, К. Леонтьева, М. Соловьева, Д. Степанова, Я. Майкова вĕренекенсем диктантра пысăк хак илсе сертификата тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
27 мая 2016
13:24
Поделиться