Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Уй-хир хыпарĕсем

Кăçал районĕпе 14600 гектарта пĕрчĕл- лĕ тата пăрçа йышши культурăсене акма палăртнă, 11179 гектарта (76,5 процент) ĕçе вĕçленĕ.

"Малалла", "Первомайск", "Звезда", "Тойсинская" хуçалăхсенче тыр-пула акса пĕтернĕ.

Пĕрисем акса пĕтереççĕ пулсан, теприсенче пуçăнман тесен те йăнăш мар. "Хастар", "Дуслык", "Родина", "Мир" ял хуçалăх предприятийĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсене палăртнă лаптăкăн çуррине те акман-ха."АгроМир" пĕрлешỹре, Ш. Куликов тата Г. Куликова фермерсен хуçалăхĕ сенче ĕçе пикенмен те. Çакна кунта вăй хуракансем хирсем типменнипе çыхăнтараççĕ. Кăçал уйсем пĕр пек ĕлкĕрсе пырайманнине агрономсем те палăртаççĕ-ха, анчах сăлтавĕ çакăнта кăна-ши? Хĕвелĕ пур çĕрте те пĕр пек пăхнине шута илсен ака вĕçленнисен техника кĕреймен лаптăксем çук-шим? Вăрлăха çĕр нỹрлĕ чухне акмалла, теççĕ ваттисем. Типсе кайнă тăпраран кĕлет тулли тухăç пухса кĕртеймĕн, çакна манас марччĕ.

Районĕпе 994 гектар çĕр улми лартнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 мая 2016
10:16
Поделиться