Туслăх кĕперĕ: "Шăнкăртам _ Мускав"
КУЧУХНЕХИ пурнăçра çитĕнỹпе ăнăçу чăн малтан çирĕп туслăхран, урăхла каласан пысăк вăйран килет. Çакна тĕпе хурсах Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул коллективĕ аякри ĕçтешĕсемпе _ Мускаври педагогсен коллективĕпе _ ĕçлĕ çыхăну тытма пикеннĕ. Сăмаха ĕçпе çирĕплетес тĕллевпех вĕсем Г. Абейдуллова шкул директорĕ ертсе пынипе инçе çула çывăхлатса çĕршывăн тĕп хулинчи 2012-мĕш номерлĕ вĕрентỹ учрежденинче йĕркеленĕ семинара хутшăннă. Мал ĕмĕтлĕ вĕрентекенсем хăйсен тавракурăмне анлăлатас тĕллевпех мастер-классенче пулнă, тренингсемпе интерактивлă вăйăсенче хăйсем валли çĕнĕлĕхсем чылай илнĕ тата ытти те. Урăхла каласан, хула тата ял шкулĕсем хушшинче вĕрентỹ- ри çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе педагогсен проекчĕ старт илнĕ темелле. Кун пек проект районта хальлĕхе пĕрремĕш-ха.