Тĕп ыйту _ патшалăх пулăшăвĕ тавра
Иртнĕ эрнекун, акан 1-мĕшĕнче, Чăваш Республикинчи ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Дмитриев çынсене адреслă тата кирлĕлĕх виçисене шута илсе паракан патшалăх çăмăллăхĕсем пирки йышăннă ыйтусемпе аудиоселекторла канашлу ирттерчĕ. Коммутатор телефонĕ урлă йĕркеленĕ канашлăва пирĕн районтан район администрацийĕн организаципе тĕрĕслев ĕçĕн пай пуçлăхĕ С. Торговцев, районти халăхăн социаллă пулăшу ыйтăвĕпе тимлекен пай пуçлăхĕ Н. Никитина, социаллă центр ертỹçи А. Воробьева, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр ертỹçи Г. Афанасьев, Турханти психоневрологи интерначĕн директорĕ А. Бабаев хутшăнчĕç.
Канашлура тĕп ыйтупа Чăваш Республикин ĕç тата социаллă хỹтлĕх министрĕ Сергей Дмитриев калаçрĕ, хальхи вăхăтра граждансене кăсăклантарма пултаракан çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Хăйĕн сăмахне вăл Раççей Президенчĕ черетлĕ бюджет посланийĕнче граждансене социаллă пулăшу, хỹтлĕх парас ыйтăва хускатни, çавна май Раççей Правительствине, федераци субъекчĕсене хушусемпе пайăрлă рекомендацисем панинчен пуçларĕ.
Ку тĕлĕшпе республикăра патшалăх пулăшăвĕ паракан мĕн-пур енсене сыхласа хăварнă. Халăха социаллă хỹтлĕх паракан 40 учреждени ĕçлет. Вĕсенче пĕр ĕç вырăнне те чакарман. Укçи-тенки те çав шайрах _ социаллă сферăри мероприятисене пурнăçа кĕртме иртнĕ çулхи пекех 6 миллиард та 60 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Çав вăхăтрах паян пĕлтерĕшлĕ пысăк ыйту тăрать: çак пулăшăва кама, мĕншĕн тата мĕн чухлĕ памалла? 90-мĕш çулсенче çак сăлтавпа паракан çăмăллăхсен условийĕ паянхи куншăн кивелни те вăрттăнлăх мар. Унтанпа вăхăчĕ те самай шурĕ, улшăнăвĕ те чылай пулчĕ темелле. Çавăнпа та республикăра лару-тăрăва тĕплĕн анализлесе саккунсене хăш-пĕр улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсен шутне уйрăм ушкăнти граждансене коммуналлă çăмăллăхсемшĕн паракан тỹлев, ачаллă çемьесене патшалăх çăмăллăхĕ, пособи парасси, вăрçă вăхăтĕнчи тата ĕç ветеранĕсене социаллă пулăшупа тивĕçтересси. (Вĕсем пирки хаçатăн çывăх номерĕсенче тĕп- лĕнрех паллаштарăпăр).
Чылайăшне "Чăваш Республикинчи Ĕç ветеранĕ çинчен" калакан саккун та кăсăклантарĕ. Кун пирки кĕскен çакна палăртса хăвармалла. Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн ĕç ветеранĕсене паракан патшалăх пулăшăвĕн мĕнпур енĕсем упранса юлнă. Çапах та çакна пурин те асра тытмалла: прогульщиксем, ĕç вырăнĕнче ỹсĕр пулакансем тата ыттисем те адреслă тата кирлĕлĕх критерийĕсен сăлтавĕпе пулăшупа усă кураймĕç.
А. ЕГОРОВА.
Тĕп тĕллев:
1. Социаллă сферăри мĕн пур шайри бюджетран мĕн пур патшалăх çăмăллăхĕсене сыхласа хăварасси.
2. Пулăшупа чи кирлĕ çынсене çеç тивĕçтересси, адреслĕхпе кирлĕлĕх принципĕсене çирĕп пăхăнасси.