Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юрать-ха, пушара маларах сиснĕ, унсăрăн машина ăшĕнчех çунса кайăн…

ÇАКНАШКАЛ пăтăрмах Патăрьелĕнче иртнĕ эрнекун пулса иртнĕ. Районти пушар хуралĕн кантурĕ çывăхĕнче ирпе-ирех сасартăк пĕр çăмăл автомашинăран тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланма пикеннĕ. Юрать-ха çакна водитель маларах сиссе "01" службăна шăнкăрав янă. Унсăрăн хурçă "ут" ăшĕнчех çунса кĕлленĕн...

Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, 37 çулхи Шăнкăртам çыннин автомашинăри кăмаки юрăхсăртарах пулнă-мĕн. Вăл вара замыкани парса салонта хыпса илме пикеннĕ. Водитель йăрă та правур хăтланни çеç пысăк инкеке вăхăтра сирме пулăшнă.

Сăмах май каласан, çулталăк пуçланнăранпа пирĕн тăрăхра ултă хутчен пушар алхаснă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вара вăл икĕ хут ытларах та пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 марта 2016
11:47
Поделиться