Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Йĕлтĕр йĕрĕ пурне те старта чĕнчĕ

 "Йĕлме-йĕлтĕр, йăлтăр-ялтăр,

Шуса тухрăмăр хире.

Юр пĕрчийĕ, хĕл мерченĕ,

Эх, илемлĕ-çке хĕлле!" Патăрьелĕнчи "

Паттăр" стадионта "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" ăмăрту пынă чухне пĕр вĕçĕмех çак сăвă йĕркисем аса килчĕç. Ара, вырсарникун, февралĕн 14-мĕшĕнче, кунĕ те ытармалла мар хитреччĕ! Йăлтăраса çиçекен хĕвелĕ, пите кăшт çеç чĕпĕтекен сивĕ, ахах пек çутатакан юрĕ _ ятарласа ыйтса илнĕ тейĕн! Çак илемпе киленме Патăрьелĕнчи тата Кĕçĕн Патăрьелĕнчи, Тăрăнти ватти-вĕтти килтен хăпса тухнăран стадион кĕрлесе те шавласа çеç тăчĕ. Тин çеç йĕлтĕр йĕрĕ çине тăнисем те, ветерансем те хаваспах мероприятие хутшăнчĕç. Çынсен кăмăлне çепĕç кĕвĕсем те çĕклерĕç.

Хĕвел кăнтăрла çитсе пынине систере пуçласан, малтан палăртнă пекех, спортсменсем строя тăчĕç. Унтан пухăннисем ăмăртăва хутшăнма хатĕррине "Паттăр" физкультурăпа спорт комплекс директорĕ А. Краснов район администраци пуçлăхне Р. Селиванова пĕлтерчĕ. Рудольф Васильевич пурне те çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунчĕ. Спортпа туслисене Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕпе А. Моисеевпа Тăрăн ял тăрăх пуçлăхĕ К. Михеев та саламларĕç.

Чи малтанах кĕçĕн классенче вĕренекенсем старта тăчĕç. Пĕчĕксерсем мала тухассишĕн чун-чĕререн тăрăшрĕç. Шуса ỹксен те, йĕлтĕрĕсем тухса кайсан та пуçĕсене усмарĕç _ шав ыткăнчĕç. Анчах спортра вăйли çĕнтерет. Малти вырăнсене 1-2 классенчи хĕрачасенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем _ К. Гаврилова, З. Езюкова, Д. Кузнецова _ йышăнчĕç. Арçын ачасенчен А. Базманкин, П. Федоськин (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул), Н. Васильев (Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкул) çĕнтерчĕç. Маттурскерсене район администраци пуçлăхĕн çумĕсем _ М. Айзатуллов, Н. Андреева _ саламларĕç. Хĕпĕртенĕ ачасен савăнăçне пĕрле вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕ, курма пынисем пайларĕç. 3-4 классенче ăс пухакансенчен финиша чи малтан Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкулти М. Огур- цова тата Нăрваш Шăхалĕнчи В. Петров кĕчĕç.

Ăмăрту хĕрнĕçем хĕрсе пычĕ. Куракансем паллаканĕсене, юлташĕсене кăшкăрса та, юнашар пырса та хавхалантарчĕç. Çакă мероприятине хăйне майлă çивĕчлетрĕ. 5-7 классенче вĕренекенсем _ М. Кальметова, А. Абдулвалеева, К. Гаврилова (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул) тата Н. Мазяков (Патăрьелĕнчи иккĕмĕш шкул), Н. М

икка (Нăрваш Шăхаль), В. Рубцов (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул) _ пьдесталăн картла- çĕсем çинче тăнă чухне хăйсен савăнăçне пытараймарĕç. Хĕрсемпе каччăсем ăмăртнине пăхса тăма та питĕ кăмăллă пулчĕ. Юн вĕресе тăнăран вĕсем пăлансем пекех ыткăнчĕç. 8-9 класра вĕренекенсенчен финиша пĕрремĕш К. Краснова (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкул) тата Н. Шалтынов (Нăрваш Шăхаль), 10-11 классенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш шкулти Н. Исливанова тата Хирти Пикшикри В. Иванов кĕчĕç.

VIP - чупу та питĕ интереслĕ иртрĕ. Курма пынисенчен нумайăшне финиша кам чи малтан кĕни кăсăклантарчĕ. Дистанцие район администраци пуçлăхĕ Р. Селиванов пĕрремĕш парăнтарчĕ. Ун хыççăн райпо ертỹçи П. Перепелкин тата "Чăвашавтодор" пĕрлешĕвĕн Патăрьелĕнчи çул-йĕр тăвакан тата юсакан управленийĕн начальникĕ В. Рубцов, хĕрарăм ертỹçĕсенчен В. Маркова, И. Кошкина, Е. Ситова кĕчĕç. Вĕсене район пуçлăхĕ М. Петров саламларĕ. Хĕрарăмсем хушшинчи ăмăртура социаллă хỹтлĕх центрĕнче ĕçлекен Л. Базманкина, арçынсенчен райпора вăй хуракан А. Кузьмин çĕнтерчĕç.

Сăмах май, çак кун "Паттăр" стадион спорт аренинех аса илтерчĕ. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" мероприяти вăхăтĕнчех "Авангард" хаçат призĕшĕн шашка-шахмат турнирĕ пычĕ тата Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ ячĕпе урамсем хушшинче мини-футболла вылярĕç. Ăс-тăна ĕçлеттерекен вăйăра мала тухнă Н. Федорова, В. Шадирякова, А. Тинюкова, Р. Якупова, Р. Сафиуллова, Н. Нурсова хаçат редакторĕ Н. Мазякова çитес çур çула валли пичет изданине çырăнтарса пачĕ, ыттисене пĕчĕк парнесемпе чысларĕ. Мини-футбол вăййине 5 команда хутшăннă. Патăрьелĕнчи Киров урамĕн- чи спортсменсем ял тăрăх пуçлăхĕн призне илме тивĕçнĕ. Чи лайăх вратарь _ Ф. Карама, чи лайăх тапăнакан _ Д. Федоров, чи лайăх хỹтĕлекен _ П. Поляков, чи лайăх бомбардир В. Каштанов пулнă.

"Спорт çынна йĕркене кĕртет, унăн çĕнтерес кăмăлне çирĕп- летет, ушкăн хăватне туйма вĕрентет, пире вăйлă тăвать, ырă кăмăл-туйăм тата вăй-хал кỹрет" (ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çыруран).

О. ПАВЛОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 февраля 2016
17:30
Поделиться