Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Музейри курав пурин кăмăлне те кайрĕ

Нарăс уйăхĕнче çулленех нимĕçсен çарне Сталинград патĕнче аркатса тăкнине паллă тăваççĕ. Кунти çапăçу _ чи паллă хирĕçỹ. Вăл 1942 çулта пуçланса 1943 çулта вĕçленнĕ. Çак паллă кун Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти 5-мĕшĕнче вĕренекенсем "Çăкăр" музейĕнче Сталинград çапăçăвĕн тĕп саманчĕсемпе паллашрĕç.

Курава Патăрьелĕнчи "Молодая Гвардия Единой России" парти йĕркелỹçи В. Горбунова питĕ лайăх йĕркеленĕ.

Музей директорĕ О. Гусарова нумай интереслĕ тата пĕлтерĕшлĕ самантсем пирки хушса каласа пачĕ. Музейре ачасем "Пирĕн Крым" фотокуравпа паллашрĕç. Сталинград çапăçăвĕпе ирттернĕ конкурса хутшăнчĕç. Р. Козлов Хисеп грамотине тивĕçрĕ.

Н. Румянцева экскурсовод ачасене паллаштарнă экспонатсем кăмăла кайрĕç. Курав интереслĕ çеç мар, вĕренỹшĕн усăллă та иртрĕ.

А. СОФРОНОВ, класс ертỹçи



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 февраля 2016
17:25
Поделиться