Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ăста кадрсем йĕрке хуралĕнче кирлех

Тăнăç та лăпкă пурнăç полици сотрудникĕсен профессилле ăсталăхĕнчен, вĕсен пултарулăхĕпе тавракурăмĕнчен чылай килет. Çавăнпа та çулсеренех Раççей ШĔМĕн системинчи аслă шкулĕсенче пахалăхлă пĕлỹ илес тĕллевпе тивĕçлĕ кандидатсене суйласа илессине йĕркелеççĕ. Кăçалхи выпускниксенчен те йĕрке хуралĕн çăмăл мар ĕçĕнче хăйсен вырăнне тупас текенсем тупăнаççех тесе шутлатăп. Ку тĕлĕшпе, паллах, пулас студентсен требованийĕ пысăк. Чăн малтан медицина тĕрĕслевĕ çирĕп пулать. Çакна та ăнланмалла. Пире хỹтĕлекен çар çынни, полици сотрудникĕ епле-ха сывлăхсăр е тĕрексĕр пултăр? Унсăр пуçне ЕГЭ те тытмалла. Йывăрлăхсене çĕнтерсе Раççей МВД системинчи вĕрентỹ организацийĕсенче хăйсен пултарулăхне кăтартакансем пирĕн районтан та тупăнсах тăраççĕ. Иртнĕ çул çеç вунă çамрăкран тăваттăшĕ Чулхулари право йĕркине хỹтĕлекен академинче пĕлĕвне тăсаççĕ. Вĕсенчен пĕри Нăрваш Шăхаль спортсменки Филиппова. Пултаруллă та харсăр хĕрача унта олимп резер- вĕсене хатĕрлекен училищĕ рен вĕренсе тухнă хыççăн çул тытнă. Юлашки виçĕ çулта çеç пирĕн патăрта Чулхулапа Хусанти аслă шкулсенчен вĕренсе тухнă пилĕк çамрăк сотрудник тăрăшать. Унсăр пуçне респуб- ликăри йĕрке хуралĕнче хăйсен вырăнне тупнă право органĕн специалисчĕсем те пур.

Ăста кадрсем ытти отрасльсенчи пекех йĕрке хуралĕнче те, çарта та кирлĕ. Хăйсен шăпине право органĕпе çыхăнтарас текенсен район полицине 6-17-91 телефон номерĕпе шăнкăравласа тĕплĕнрех ыйтса пĕлмелле.

В. УРУКОВА, район полицийĕн начальникĕн çумĕ, полици подполковникĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2016
18:49
Поделиться