Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Видеоролик хатĕрлер-и?

2016 çулта Чăваш Енре Ĕç çыннин çулталăкĕ тесе йышăннă. Çавăнпа та çамрăксене инженери специальноçĕсемпе, профессийĕсемпе кăсăклантарас, студентсене илнĕ пĕлỹпе усă курнине кăтартма вĕрентес, вĕренекенсен пултарулăхне уçас тĕллевпе республикăри профессионаллă вĕрентỹ паракан организацисен ассоциацийĕ, ЧР Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министерствипе пĕрле, Ĕç çыннин çулталăкне тĕпе хурса видеороликсен конкурсне пуçарнă.

Конкурса вĕренỹ учрежденийĕ- сенче ăс пухакансем хутшăнма пултараççĕ.

Видеороликсен В Контакте сайтри "Республиканский конкурс видеороликов 2016" (http:vk.com|club 108293423) ушкăнра февралĕн 15-мĕшĕччен вырнаçтараççĕ.

Конкурса хутшăнас текенсем çак адреспа тĕплĕнрех паллашма пултараççĕ, (http:||vk.com|club 108293423, http:||assorg.ru|.



"Авангард" (газета Батыревского района)
06 февраля 2016
16:22
Поделиться